«Поэзи çăлтăрĕсем» фестиваль
Кăçалхипе иккĕмĕш хут иртрĕ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Поэзи çăлтăрĕсем » фестиваль. Ăна Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине тата Вĕрентекен çулталăкне халалланă.
Районти шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче иртекен илемлĕ вулакансен «Поэзи çăлтăрĕсем - 2010» фестивале поэзие юратакан, ăнланакан, чунпа туякан пултаруллă çамрăксемпе вĕрентекенсене тупса палăртас, хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Тăхăр сехет тĕлне Çирĕклĕ Шăхальти шкулăн акт залне районти 18 шкулта пĕлÿ пухакан çамрăк талантсем пуçтарăнса çитрĕç. «Çук, манмастпăр эпир вĕсене нихăçан!» литературăпа музыкăн кĕске композицийĕпе паллашнă хыççăн район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Н.Малышкин фестиваль уçăлни çинчен пĕлтерет, Шупашкартан ятарласа килнĕ хаклă хăнасемпе паллаштарать. Вĕсем:
- Валерий Семенов – ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ;
- Иванов Н.Г. – Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн доценчĕ, ветеринари ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Литература ĕçĕнче те вăй хурать, ЧР писательсен Союзĕн, Пĕтĕм тĕнчери писательсен пĕрлешĕвĕн членĕ. Литературăри ячĕ – Микулай Мăскал (мăскал – ылтăн виçи, хаклă пурлăх, «золотник»). Чунĕпе чăваш сăмахĕпе чăваш кĕввин ÿнерĕ енне туртăнни унра тапса тăрать.
- А. Любимова (Юрату) – сăвăç, РФ писательсен Союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Сăвăçа республикăра çеç мар, Раççейре те, ытти çĕрте те аван пĕлеççĕ. Паян Альбина Юрату – профессилле çыравçă, «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ» хаçатсен штатра тăман харсăр корреспонденчĕ, 10 кĕнеке авторĕ.
Илемлĕ вулакансен поэзи конкурсне 80 çын хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен тăххăрăшĕ – вĕрентекенсем. Виçĕ номинацире тупăшрĕç финала хутшăнма тивĕç пулнă талантсем. Икĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕ сумлă жюри те. Чи – чи пултаруллисене уйăрса илме пĕрре те çăмăл пулмарĕ. «Чăваш çыравçисен вăрçă темипе çырнă хайлавĕсене илемлĕ вуласси » номинацире çак ачасем палăрчĕç:
1-4 классем хушшинче
1. Иванова Ирина
2. Гурьева Аглаида
3. Сидорова Анастасия
4. Трофимова Диана
5. Лисицына Алина
6. Бахомов Николай
5-8 классем хушшинче
- Тяптушкин Владимир
- Мекшеев Владимир
- Корнилова Мария
- Филимонова Оксана
- Аввина Алена
- Чернова Наталия
9-11 классем хушшинче
- Шаурбина Анастасия
- Филиппов Сергей
- Светопольская Рина
Вĕрентекенсем хушшинче
1. Кудрявцева Л.В.
2. Федорова Е.С.
3. Енедерова Л.А.
4. Мясникова О.Н.
«Вăрçă тематики – авторла сăвăсенче» номинацире çак ачасем пултаруллă пулнине палăртса хăвармалла:
1-4 классем хушшинче
- Игнатьев Александр
- Адюкова Юлия
5-8 классем хушшинче
1. Лазарева Екатерина
2. Крылова Марина
3. Шадрикова Юлия
4. Волкова Снежана
9-11 классем хушшинче
- Щукина Татьяна
- Майкова Екатерина
- Головина Анастасия
Вĕрентекенсем хушшинче
1. Каринкина Г.В.
2. Енейкина Г.Л.
3. Маркова Т.Г.
«Артист пултарулăхĕ» номинацире
1-4 классем хушшинче
1. Павлова Татьяна
2. Кузнецова Виктория
3. Ильина Лина
5-8 классем хушшинче
1. Малов Евгений
2. Малова Анастасия
Вĕрентекенсем хушшинче
- Михеева З.А.
- Адюкова Л.Г.
Республикăн тĕп хулинчен килнĕ хăнасем те жюри членĕсем пулса ачасемпе вĕрентекенсен пултарулăхне хакларĕç. Микулай Мăскал хăйĕн сăввисене вуларĕ, Валерий Семенов юрăçпа пĕрле чăваш юррисене ăста шăрантарчĕ, фестивальре палăрнисене ятран парне – хăй çырнă сăвăсен кĕнекисене парнелерĕ. Шкул библиотеки валли те парне пулчĕ. «Ачасен куçĕсем те çунса тăраççĕ вĕт. Пĕринчен тепри пултаруллă. Çак хĕлхеме вĕсенче сÿнме парас марччĕ. Çакăн евĕр фестивальсем йĕркелени питĕ кирлĕ. Поэзие юратакан çын чунпа усал пулмасть. Тавах тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсене. Ача чунĕнче хĕлхем чĕртме пултаракансем – шăпах çавсем», - палăртрĕ каярахпа хăй шухăшне Николай Григорьевич.
Альбина Юрату сăвăç та пуш алăпа килмен уява. Уйрăмах пултаруллисем унран ятарлă парне «Эп килнĕ юратма» диск тата сăвăсен кĕнекине илме тивĕç пулчĕç. Сăвăçă хăй çырнă хайлавсене çĕкленсе те хăпартланса вулани ачасемпе вĕрентекенсен кăмăлне те урăхлатрĕ, хамăр чăваш пулнишĕн мăнаçланма хистерĕ. «Хамăр чăваш пулнишĕн кăкăра каçăртма вĕренмелле пирĕн. Чăваш вăл – ăслă халăх, вăйлă халăх», - çапла пулчĕ поэт сăмахĕ.
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш сăвви,
Илемлĕ чăваш сăвви те вулама пĕлсен кăна…Район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Н.Малышкин уяв вĕçĕнче шăрантарса янă юрă пурне те çавăрса илчĕ, чуна, чĕрене хăпартлантарса ярса çÿле вĕçтерчĕ. Чăнах та, пурте илемлĕ чăвашăн: юрри те, ташши те, сăмахĕ те…Çав илеме пĕтме кăна парас марччĕ.
Фестивальрен пурте тулли кăмăлпа саланчĕç.