Хунавсем лартрăмăр

Виçĕмçул шкул ачисем Юмансар текен вырăна темиçе пин йывăç лартса хăварнăччĕ. Вĕсем пурте тенĕ пекех чĕрĕлнĕ. Сак лаптăка тата пысăклатас тĕллевпе кăçал та «Труд» хуçалăх ертÿçи Германов В.И. çирĕклĕшăхальсене йывăç лартма сĕнчĕ. Пурте пĕр шухăшлă пулса майăн 6-мĕшĕнче  5-8,10 классенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кунта хыр тата çăка хунавĕсем лартса хăварчĕç.