Константин Васильевич Иванов…Çак ята илтмен çын çук та пулĕ. Константин Васильевич Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха пуçараканĕ. Ахальтен мар П.Хусанкай ун çинчен çапла каланă: «Чăваш поэзин чăн тÿпинче икĕ çутăран та çутă çăлтăр ялтăртатать: пĕри - Иванов, тепри - Çеçпĕл».
Кăçал аслă поэтăмăр çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. Çавна май пирĕн шкулта вилĕмсĕр поэта халалласа «Константин Васильевич Иванов – чăваш сăмахлăхĕн классикĕ» утренник пулса иртрĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекенсем К.Иванов пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, тĕрлĕ хайлавĕсене инсценировкăласа вуларĕç. Михайлова С., Чернова Т., Сазонова Л., Лапшина А. тата ыттисем калани пурне те килĕшрĕ. Ытти класра вĕренекенсем те поэт сăввисене вуларĕç.