Пурне те Çуркунне çитнĕ ятпа тата Çăварнипе саламлатпăр!

Пурне те Çуркунне çитнĕ ятпа тата Çăварнипе саламлатпăр!

2022 çул - Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕ. Çавна май республикăра «Игры предков» ятпа фестиваль иртет. Шкулсемпе ача пахчисенче ÿссе пыракан ăрăва асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен вăййи-куллисемпе  паллаштарасси тĕп тĕллев пулса тăрать.

Иртнĕ кунсенче Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулти кĕçĕн классем те асăннă фестивале хутшăнчĕç: тĕрлĕ вăйăсем выляма вĕренсе видео çыртарчĕç.

 Çăварни эрни пуçланчĕ. Ку эрнен иккĕмĕш кунĕ шăпах вăйă-кулă кунĕ. Çавна май тăхтавсенче шкул ачисем тĕрлĕ вăйăсем вылаççĕ, пĕр-пĕрне икерчĕпе хăналаççĕ.  Акă пĕрремĕш классем «Тутăрла» выляççĕ, вĕсене курса ку вăййа 3, 5-6-мĕшсем те выляса пăхрĕç. Тăваттăмĕшсем «Хĕвел е Уйăх» вăййа выляма вĕреннĕ.

Уроксем хушшинче хусканусем туса выляса илни питĕ лайăх. Пурне те Çуркунне çитнĕ ятпа тата Çăварнипе саламлатпăр!


Автор: Чернова Г.В.