Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пырать.
Паян, ака уйăхĕн
21-мĕшĕнче, 7 класра «Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи паллă çынсем» ятпа урок
иртрĕ. Унта вĕренекенсем хăйсен ялĕсенчи мухтава тухнă ентешсемпе паллаштарчĕç.
Ленин премийĕн лауреачĕ, наука ĕçченĕ, минералоги наукисен докторĕ,
генерал-майор, педагогика наукисен кандидачĕ, математика наукисен кандидачĕ, ЧР
тава тивĕçлĕ художникĕ… Мĕнле ĕçре кăна палăрман иккен пирĕн ялсем!
Улттăмĕшсем вара
ял библиотекинче хăнара пулчĕç. Унти ĕçченсем чăваш чĕлхи епле пуян та çепĕç
пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç, чăваш юррисемпе савăнтарчĕç.
Библиотекăри тĕл пулăва Валерий Алексеевич Краснов ÿнерçĕ, юрă çыракан та хутшăнчĕ. Вăл та тăван чĕлхесĕр аталанма, пĕлÿ илме май çукки пирки каларĕ. «Кирек камăн та тăван чĕлхене пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине тĕрĕс çырса пĕлтерме те çук. Тăван чĕлхене юратман çын ашшĕ-амăшне те, тăван халăхне те, çĕрне-шывне те хисеплеме пултараймасть. Эпир – чăвашсем! Эпир – ăслă, ĕçчен, маттур халăх!» - терĕ ÿнерçĕ. Валерий Алексеевич Сăрпа Хусан чиккисене тăвакансан çулталăкне халалласа çырнă юрăпа та («Вăрçă ачисем») паллаштарчĕ, ытти хăй çырнă юрăсене те шăрантарчĕ. Тĕл пулу пурте пĕрле «Илемлĕ, илемлĕ…» юрă юрланипе вĕçленчĕ.
Автор: Осипова О.П.