Мĕн-ши вăл Тăван Çĕр-шыв?
Аякра-ши, çывăх-ши?
Аякра та,çывăх та.
Каласа парам, тăхта.
Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Çирĕклĕ
Шăхальти вăтам шкулта 4 класра «Савнă ен – Чăваш çĕр-шывĕ» вăйă урокĕ иртрĕ.
Малтанах вĕренекенсемпе Чăваш Енĕн чапĕ, мухтавĕ, пуянлăхĕ пирки калаçрăмăр.
Унтан тăваттăмĕшсем икĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç: «Республикăри
хуласем», «Пире тĕнче пĕлет», «Ваттисен сăмахĕсене пĕлетĕр-и?», «Мĕн-ха вăл
тăван çĕр-шыв?» …
«Эп – чăваш ачи, саватăп
Хамăрăн чăваш çĕрне.
Вăл кипке те ман, сăпка та,
Ăна манмăп ĕмĕрне!» - тесе пĕтĕмлетÿ турĕç вĕренекенсем.