Г.Волков хайлавĕсене шкулта вĕрентесси

Левая Нина Аркадьевна

ЧР Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Г.Волков хайлавĕсене шкулта вĕрентесси

Г.Н.Волков этнапедагог ячĕ Раççейре çеç мар, ытти çĕр – шывсенче те паллă ят.

Вăл Раççей Вĕрентӳ академийĕн членĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, РСФСР Çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ, халăхăн ĕмĕрхи ăс – тăнне, йăли – йĕркине, кăмăл – сипетне тата пурнăçĕ тăршшĕпе хăй курни – илтнине тĕпе хурса нумай – нумай хайлав çырнă паллă та сумлă ентеш.

Халăх ăс – тăнĕ – пысăк пуянлăх. Г.Волков çырнă хайлавсене ахальтен – и тĕрлĕ халăх чĕлхисене куçарса пичетленĕ.

Чăваш вулаканĕсем Г.Волкова Кашкăр Хуначи ятпа та аван пĕлеççĕ. Пурнăç курнă, тĕнче курнă ентешĕмĕр хăйĕн хайлавĕсенче тăван халăх ятне çӳлте тытма ырă сунать, пил парать.

Вăл çырнă калавсенчен нумайăшне сцена çинче те кăтартса пама пулать. Çапла туни шкул ачисене калавсен тĕп шухăшне ăнланса илме, ăша хывма, нумайлăха асра хăварма пулăшать.  Вулакансене Г.Волков çырнă хайлавсем тăрăх йĕркеленĕ хăш – пĕр  инсценировкăсемпе паллашма сĕнесшĕн эпĕ.   

Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ

Хресчен пӳрчĕн ăш – чикĕ. Ватă старик тенкел çинче вĕрен явса ларать. Тултан сас илтĕнет. Старик алăк еннелле çаврăнса пăхать. Мăнукĕ кĕрет.

Мăнукĕ: Асатте, килтех – и эсĕ? Эп килтĕм. Паян шкултан иртерех ячĕç пире.

Аслашшĕ (ăшталанса): Э-э, çитрĕн – и, мăнукăм? Хырăму та выçнă пуль. Çиччас апат ăшăтатăп.

Мăнукĕ (тум – тирĕсене хывать, шкул сумккине ухтарма пуçлать): Ан, чăрман, асатте, выçă мар эпĕ. Кил - ха, лар кунта. Эп сана каллех сас паллисемпе паллаштарăп.

Сас паллисем кăтартать. Ак ку мĕнле сас палличччĕ – ха пирĕн? Ак ку тата? Çакă?

Аслашшĕ Ш  вырăнне И калать, М вырăнне Н калать, Ç вырăнне С калать.

Мăнукĕ: (пăшăрханса): Асатте, мĕнле - ха капла, эпĕ санран пчĕккĕ пулсан та вулама кăна мар, çырма та пĕлетĕп, эсĕ вара сас паллисене те ас туса юлаймастăн.

Аслашшĕ: (салхуллăн): Эх, ачам, ахальтен мар – çке çамрăкла вĕренмесен ватăлсан вĕренме хĕн тесе каланă.Йывăр çав, мăнукăм, ват çынна вĕренме, пит йывăр, мĕн вĕреннине мансах пыратăн. Чăн иккен: çамрăкла вĕренни – чул çинче, ватăлла вĕренни – юр çинче.

Мăнукĕ: Мĕне пĕлтерет ку, асатте?

Аслашшĕ: Ача чух тăрăшса вĕренмеллине пĕлтерет: юра çил те вĕçтерет, сар хĕвел те ирĕлтерет, чул çĕр çул хушши те тĕрĕс – тĕкелех выртать.

                                                                Чаршав.

 

 

Юлхав сăлтавне тупать

Пĕрремĕш курăну

Хресчен пӳрчĕ. Пӳртре кăмака пур, сĕтел, сак. Йывăç кравать çинче иккĕн çывăраççĕ. Тулта çил шавлани илтĕнет.

Упăшки (карăнса анаслать): А-а…(çаврăнса арăмне тĕртет): Тăрар пулĕ. Çутăлать ав.

Арăмĕ (тăрса  ларать, анаслать): А-а…Ну тутлă çывăрнă та вара. (Сасартăк тем итленĕ пек тăвать): Чим, çумăр çумасть – и вара?

Упăшки: Çапла, çумăр пулмалла.Епле шапăртатать.

Арăмĕ: Çумăрта темех ĕçлеес çук. Тата кăшт тĕлĕрсен те пăсмĕ.

Упăшки (килĕшсе): Çуллахи çумăр нумая пыракан мар. Çумăр хыççăн та ĕçлесе ĕлкĕрĕпĕр – çке. (Вырăн çине тӳнет).

Пĕр хушă пӳртре мăшлатса çывăрни çеç илтĕнсе тăрать.

Чаршав.

Иккĕмĕш курăну. Сцена çавах.

Арăмĕпе упăшки ыйхăран вăранаççĕ. Тултан çаплах шăпăртатни илтĕнет.

Упăшки (тĕлĕнсе): Мĕнле вара çумăр нумая кайрĕ?

Арăмĕ (тăрса чӳречерен пăхать, сехĕрленсе кăшкăрса ярать): Пĕтрĕмĕр! Тĕнче намăсĕ! Çул çинче ĕнерхи тусан, тӳпере пĕр пĕлĕт татăкĕ те çук!

Упăшки ( чӳрече патне пырса): Урамра та пĕр  чун курăнмасть, çынсем пурте хирте хĕрсе ĕçлеççĕ ĕнтĕ.

Арăмĕ: Сивĕре те, çумăрта та ан тĕлĕр çав. Çакна ваттисем ĕлĕкех палăртса хăварнă.Ăçлени çеç ăшăтать, ĕçлени çеç хал хушать.

Упăшки: Нихçан та ан ӳркен тенĕ те çав.

Арăмĕ: Юлхавланма сăлтав тупăнсан та ĕç тĕлне манас марччĕ урăх.

Чаршав

 

                                                   Укҫа хакне ĕçлекен пĕлет

                     Вылякансем:

Ашшĕ - ĕçчен хресчен, 50 çулта.

Амăшĕ -  ăшă чĕреллĕ хĕрарăм, 45-50 ҫ.

Ывăлӗ- 16-18 ҫулсенчи   çамрăк   

                                         Пĕрремĕш курăну

Чӑваш пӱрчӗ. Урай варринче сӗтел. Унпа юнашар - вӑрӑм сак. Ӑна килте тӗртнӗ пирпе витнӗ. Пӱртӗн пӗр енче – кӑмака. Кӗтесре алӑ ҫумалли вырӑн. Сӗтел хушшинче 19 ҫулхи ҫамрӑк каччӑ ларать. Вӑл тарӑн шухӑша путнӑ.

Ывӑлӗ (пуҫне икӗ аллипе ярса тытнӑ). Укҫа  кирлӗ мана, укҫа. Ӑҫтан тупам-ши?(Алӑкӑн- тӗпелӗн утать.) Ӑҫтан  тупмалла, ӑҫтан? Тен, аттерен ыйтса пӑхас? Тӗрӗс - аттерен ыйтмалла. Кӗҫех вӑл ӗҫрен таврӑнмалла.(Чӱречерен пӑхать.) Акӑ ҫитрӗ те пулас.

 Ашшӗ кӗрет. Вӑл ӗҫ тумтирӗпе. Хуллен салтӑнать. Аллисене ҫӑвать. Ывӑлӗ ӑна сӑнаса пӑхса тӑрать.

Ашшӗ (ывӑлӗ ҫине пӑхса). Ну, ывӑлӑм, каласа пар. Мӗн ҫӗмӗрттерен? Мӗн ҫӗнни пур  пурнӑҫунта?

Ывăлĕ (ашшӗ ҫине пӑхма хӑяймасӑр). Чиперех темелле те.

Ашшĕ. Куратӑп, темле шухӑш ҫавӑрттарать пуҫна. Атя, каласа пар, тен, пулӑшмалли майне тупӑпӑр.

Ывăлĕ.  Атте, мана укçа  кирлӗ те кӑшт.

Ашшĕ.  Укҫа?Мӗн тума?

Ывăлĕ. Ну, кирлӗ ӗнтӗ.

Ашшĕ. Укҫине пама пулӗ-ха ӑна. Анчах укҫа  ӗҫлемесӗр пулмасть. Эсӗ халь пӗчӗк ача мар. Ӗҫлемелӗх пулнӑ. 18 ҫул тултартӑн. Сан  пеккисем тахҫанах ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫнӑ. Эсӗ хире те тухса курман,  ҫава – çурла  та тытман, акапуҫ умне те тӑман.  Ҫитет сана манăн ĕнсе çинче ларма. Кайса  ĕçле  те, вара   укçа та пулать. (Ашшĕ тухса каять.)

Ывăлĕ (пăшăрханса): Эх, ӗҫ тухмарӗ иккен.

           Амӑшӗ кӗрет. Ывӑлӗ сӗтел хушшинче пуҫне тытса сӗтел ҫине ӱпӗннӗ.

Амăшĕ (пӑшӑрханса). Мӗн пулнӑ сана, ывӑлӑм? Сӑну та юлман, шурсах кайнă. Чирлемен пулĕ -çке?

Ывăлĕ. Ҫук, анне, сывлӑхӑм йӗркеллех манӑн.  Укҫа кирлӗ пулса кайрӗ те,  аттерен ыйтса пӑхрӑм. Анчах вӑл памарӗ, кайса ӗҫлесе  туп укçа  терӗ. Анне, ӑҫта кайса ӗҫлес манӑн? Кам парӗ мана укҫа? (Сасартӑк хавхаланса). Анне, эс мана укҫа памӑн-ши? Аттене хам ӗҫлесе илнӗ тейӗп. 

Амăшĕ: Юрӗ, ҫапла тӑвӑпӑр, ывăлăм. Акă манăн икĕ хут укçа пур. Кирлĕ пулсан, илех.(Саппун айӗнчен енчӗк кӑларать, унти укҫана илсе ывӑлне тыттарать.) Ӗҫе ӑна ухмах та ӗҫлет. Пилӗкне авма ӗлкӗрӗн-ха. Халь ҫамрӑк.

 Ывăлĕ (савӑнса кайса амӑшне ыталаса илет). Тавах сана, аннем. Мӗн тери юрататӑн эсӗ мана.     

Чаршав

Иккĕмĕш курăну

Ӗҫсем ҫав пӱртрех пулса иртеҫҫӗ. Амӑшӗ кӑмакаран чукун кӑларать, апат хатӗрлет. Ашшӗ ӗҫрен таврӑнать.

Ашшĕ. Ывӑл ӑҫта-ха, амăш?

Амăшĕ. Ирех тӑрса тухса кайрӗ. Апат тӗлне ҫитетӗп тесе хӑварчӗ.

Ашшĕ (хӑй тӗллӗн).Ниушлӗ  ӗҫлесе укҫа тупмах кайнӑ? Тинех ӑс кӗрет – ши?

Тулта алӑк сасси илтӗнет.Ывӑлӗ килсе кӗрет. Савӑнӑҫлӑ.

Ывăлĕ (ашшĕне укçа парать). Акă, атте, эпĕ паян ĕçлесе илнĕ укçа.

Ашшӗ укçана илет те кăмакана пăрахать. Амӑшӗпе ывӑлӗ пӗр- пӗрне куҫран пӑхаҫҫӗ, хытса тӑраҫҫӗ.

Ывăлĕ. Мӗн тӑватӑн эс, атте?

Ашшĕ (кăмăлсăррăн): Эй, ачам, ҫу-ук,   ĕçлесе тупнă укçа мар ку. Аҫуна ҫамрӑклах улталама пӑхатӑн. Пархатар пулӗ-ши санран?(вӗрентсе): Ултавпа наянлăх пĕр тăван, вĕсем çынна ырă тумаççĕ. Хăвах кайса ĕçле-ха,ывăлăм, çын пул.

                                   Ашшӗ тухса каять.

Ывăлĕ: Ӑҫтан пӗлчӗ – ши атте   ку укҫана хам ӗҫлесе илменнине? Мӗн тӑвас ман, анне? Мӗн ӗҫлесе укҫа тупас?

Амăшĕ (хуйхăрса): Манӑн та укҫа юлмарӗ. Ачам, хӑвӑнах кайса ӗҫлеме тивет пуль. Куратӑн аҫуна улталас ҫук, улталасан та ырри пулас ҫук.

Виççĕмĕш курăну

Сцена ҫавах. Ашшӗ çăматă тĕплет, амӑшӗ чӑлха ҫыхать. Ывӑлӗ килсе кӗрет.

Ывăлĕ (савӑнӑҫлӑн): Атте, акӑ укҫа ӗҫлесе тупрӑм.

Ашшӗ ывӑлӗн аллинчен укҫине илет те кӑмакана пӑрахма тӑрать. Ывӑлӗ ашшӗне аллинчен пырса тытать.

Ывăлĕ: Мӗн тӑватӑн эсӗ, атте?! Эпӗ ку ҫирӗм пусшӑн кунӗпе тар юхтарса ӗҫлерӗм вӗт.

Ашшĕ (хавасланса): Халь ӗненетӗп, ывӑлӑм. Ку ҫирӗм пуса чăнах та эсĕ ху тертленсе ӗҫлесе тупнӑ иккен. Ӗҫлесе тупнӑ пуянлӑха ӗҫлекен ҫын кӑна хисеплеме пӗлет.Çакна яланах асра тыт, ывăлăм.

Чаршав

Ăслă ача

Ертсе пыракан:

- Пĕр ватă çын хăйĕн ывăлĕпе хĕрĕ патĕнче пурăннă. Кинĕ, сивĕрех кăмăллă çын,  ăна пăхма юратман.Вăл упăшкине ятлаçа – ятлаçа унăн сăрне илнĕ.. Пĕррехинче кинĕ упăшкине чĕнсе илет те вĕсен хушшинче çакăн пек калаçу пулса иртет.

Сцене çине арăмĕпе упăшки тухаççĕ.

Арăмĕ (тарăхса): Çитет мана сан аçупа тарăхса пурăнма. Паянах аçуна çунашка çине ларт та тарăн вара  леçсе пăрах!

Упăшки (хăраса кайса): Чипер калаç – ха эсĕ, арăм. Епле вара…

Арăмĕ (пӳлсе, хаяррăн): Сана мĕн каланă?! Е эпĕ, е аçу! Мана итлемесен эпĕ санпа пурăнмастăп!

Тухса каяççĕ

Ертсе пыракан:

- Чăнах та пĕр шартлама сивĕ кун çак ватă çынна ывăлĕ çунашка çине ларнтать те туртса каять. Вĕсемпе пĕрле пĕр çичĕ – сакăр çулхи ачи те пырать.

Акă вĕсем тарăн çырма хĕррине çитеççĕ. Ватă çынна ывăлĕ çунашкипе пĕрлех çыран хĕрринчен çырманалла тĕксе антарса ярать. Çунашка хыççăн çырма тĕпнелле пĕчĕк ача та пилĕк таран юр ăшне пута – пута васкаса ана пуçлать.

Сцена çинче ашшĕпе ывăлĕ. Ывăлĕ тарласа кайнă,хашкать,  аллинче çунашка.

Ашшĕ: Мĕне кирлĕ сана çак  çунашка?  Сана эпĕ çĕннине  илсе парăп.

Ачи:  Çĕннине илсе парăн – ха эсĕ.  Анчах ку çуна тинех ярăнма пулас çук ĕнтĕ. Ăна  эпир лаççа кĕртсе хурăпăр Вăл пирĕн ваттисене турттарса леçмелли çунашка пулĕ. Аннепе эсĕ ватăлсан та  сире çак çунашка çине лартса   хам  килсе пăрахăп.

 Ашшĕ тăн хытса каять, ывăлĕ çине пăхать, куççуль капланса килнĕ пирки пит – куçне ал тупанĕпе сăтăркалать, ывăлне ыталаса илсе макăрса ярать. Унтан сиксе тăрать те, чупса тухса каять.

Ертсе пыракан:

- Ывăлĕ ашшĕне туртса килнĕ чух хăй ватăласса шутламан та – и, тен. Вăл çырмана васкаса чупса анать те хăйĕн ашшĕне юртан кăларать, ăна каллех килне туртса таврăнать. Киле таврăнсан ывăлĕн сăмахне пĕтĕмпех арăмне каласа парать.

Çакăн хыççăн ват çыннăн пурнăçĕ лайăхланать. Килте ăна урăх нихçан та никам та кӳрентермест.

Сцена çине ашшĕ, амăшĕ, ывăлĕ тухаççĕ.

Ашшĕ, амăшĕ, ывăлĕ: Ватта сума сăвакан – хăй те ырă куракан, ватта хурлăх тăвакан – хăй те хурлăх куракан. (Пуç таяççĕ).

                                                                              Чаршав

 

Çил – тăвăл

Сцена çинче пĕрене çинче старик ларать. Вăл  кĕрĕк, çĕлĕк, çăматă тăхăннă. Аллинче – туя.Старик тем çинчен шухăшлать.Çил – тăвăл хаяррăн  улать.

Çцена çине хĕллехилле тумланнă  çамрăк çын тухать. Вăл шăнса кайни сисĕнет, çĕлĕк хăлхисене антарнă, пальто çухине тăратнă, пуçне ĕнси ăшне чикнĕ. Вăл старике асăрхать те  ун патне пырать.

Çамрăк çын( тĕлĕнсе кайса):Мучи, мĕн туса ларан урамра çак çил – тăман вăхăтĕнче?

Мучи (лăпкă саспа): Эй, ачам, эсĕ пурнăçа чухласа илейместĕн – ха. Тулти çил – тăвăл мĕн вăл? Пӳртре ав ывăлăмпа кинĕм харкашаççĕ, ниçтан чарма çук: ку чăнласах та хăрушă çил – тăвăл. Яланах асту, ачам: тулти çил – тăвăл килтинчен лăпкăрах.

Кил – йышра харкашу тухсан çуртран тухса тарас килет.

Çамрăк çын: Кил – йышра тату пурăннине ним те çитмест апла?

Мучи: Çапла, ачам. Кил – йышпа пĕрле пулсан çеç ăш – чик лăпкă пулать. Ĕлĕкех ваттисем каланă çакна.

Чаршав


Прикрепленные файлы

docx
gvolkov-hajlavesene.docx 59,94 Kb 12.10.2022