Çăварни – пирĕн
халăхăн авалтан пыракан чи хаваслă та савăнăçлă уявĕсенчен пĕри.
Уяв пěр эрнене тăсăлать. Эрне хушшинче
пěр-пěрин патне хăнана çӳресси, пар лашасем кӳлсе, катаччи чупасси
йăлара. Хěрсем çӳçеллě пысăк тутăрсем çыхаççĕ. Паянхи кун та çак
йăла çулран – çул вăй илсе аталанса пырать.
Çăварни эрнинче Елчěк округĕн
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам
шкулта халăх
йăли – йĕркисене пурнăçа кĕртес,
хисеплеме хăнăхтарас тěллевпе Çăварни
уявě иртрě. Унта 1-4, 5-6 классенче вěренекенсем
хаваспах хутшăнчěç. Класс ертӳçисем ертсе пынипе ачасем Çăварни
юррисем шăрантарчěç, сăвăсем вуларěç, тěрлě вăйă вылярěç, икерчěпе сăйланчěç.