Сирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта 1-2 классенче
вĕренекенсем Шупашкар хулинчи пуканесен театрĕнче пулчĕç. Ахальтен мар.
Иккĕмĕшсем шкул театрĕнче хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Митрофанова В.Г.
вĕрентекен ертсе пынипе вĕсем кăçалхи вĕренÿ çулĕнче икĕ спектакль хатĕрлесе
сцена çине кăларма та ĕлкĕрчĕç. Самрăк артистсен пултарулăхне шкул ачисемпе
вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ курса хакларĕç.
Пуш
уйăхĕн 27-мĕшĕ – театр кунĕ. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен
советникĕ Чернова Г.В. «Снежная королева» спектакль курма кайма сĕнсен, ачасем пĕр тăхтаса тăмасăрах килĕшрĕç. Урăхла
пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен театр вăл - асамлăх. Пуканесен театрĕнче
вара хăйне май тĕлĕнтермĕш тата асамлăх нумай.
«Навигаторы
детства» проектăн республикăри кураторĕ Иванова Н.В. йĕркеленипе театр
ĕçченĕсем тĕрлĕ мастер-классем ирттерчĕç, ачасем тĕрлĕ пуканесемпе, актер ĕçĕ-хĕлĕн
вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç.
«Пуканесен театрĕнче пулни ачасен тата вĕрентекенсен асĕнче нумайлăха юлĕ. Кунта хамăр та пĕрремĕш хут пултăмăр», - пĕлтерчĕ 1 класс вĕрентекенĕ Мясникова О.Н.
Автор: Чернова Г.В.