Тупмалли юмахсен куне

Тупмалли юмахсен куне

    Тупмалли юмах тесе ҫут ҫанталӑкӑн тӗрлӗ пулӑмӗсене ,йӑлари ӗҫ-хӗле,таврари урӑх япаласемпе пулӑмсене тулашри е ытти паллисем урлӑ ятарлӑ сӑнланине калаҫҫӗ.Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӑтам шкулӗнче 1-4 мӗш классенче вӗренекенсем "Ҫӗр пин сӑмах эрни" планӗпе килӗшӳллӗн "Тупмалли юмахсен кунне" ирттерчӗҫ.Тупмалли юмахсем япала ӑҫтан, мӗнрен, мӗнле майпа пулса кайнине, мӗн тума кирлине курма,пӗлме пулӑшаҫҫӗ.Пӗр енчен, вӗсем шухӑшлама, ӑса ҫивӗчлетме, пурнӑҫа сӑнама, тепӗр енчен, япаласен поэзилле илемне курма хӑнӑхтараҫҫӗ. Хӑш ача ҫивӗчрех ӑслӑ-пуҫлӑ,кам лайӑхрах шухӑшлама пултарать,кам ҫут ҫанталӑкри пулӑмсене сӑнама вӗреннӗ - ҫавӑ юмах тупсӑмне хӑвӑртрах тавҫӑрса илет,вӑл ӑмӑртура ҫӗнтеретех.Паянхи "Тупмалли юмахсен кунӗн" ҫӗнтерӳҫисем - 1-мӗш класран - Анастасия Шкапова,2- мӗш класран - Мария Краснова,3-мӗш класран - Кирилл Волков,4-мӗш класран Мария Крылова. Ҫапла вара, тупмалли юмахсем ачасене тавҫӑруллӑ пулма пулӑшса, шухӑшлама хӑнӑхтарас ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Автор: Михеева З.А.