Иван Яковлевич Яковлев – чăвашсен чаплă та мухтавлă çынни

Иван Яковлевич Яковлев – чăвашсен чаплă та мухтавлă çынни

           Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта кунсерен тĕрлĕ мероприяти иртет.

Эрне планĕпе килĕшÿллĕн, ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта 1-мĕш класра «Иван Яковлевич Яковлев – чăвашсен чаплă та мухтавлă çынни» ятпа урок иртрĕ.  Унта пĕрремĕшсем видеофильм пăхрĕç, Иванăн ачалăхĕ пирки пĕлчĕç, ачасем валли çырнă калавĕсене итлерĕç. Темле йывăр пулсан та И.Яковлев пĕлÿ илме тăрăшнă. Тин шкула ура ярса пуснă шăпăрлансем хăйсем те тăрăшса вĕренме тата Иван Яковлевич пек ырă çын пулма сăмах пачĕç.

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче 8 класра вĕренекенсемпе «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ» виртуаллă экскурси иртрĕ. «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ –чăн-чăн культура вучахĕ иккен», - тесе пĕтĕмлетрĕç саккăрмĕшсем..

5 класра  «Аслă вĕрентекенĕмĕр» ятпа викторина иртрĕ. Викторина ыйтăвĕсене хуравланă май пиллĕкмĕшсем И.Яковлев çинчен нумай çĕнни  пĕлчĕç.