Юпа уйăхĕн
1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ. Çак куна халалласа 5 класра вĕренекенсем
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисем вăхăтлăх пурăнакан çурта кайрĕç, вĕсене сăвă-юрăпа
савăнтарчĕç.
Ваттисен пичĕсем çуталчĕç, сăнĕсем те çамрăкланчĕç. Вĕсем ачасене ăшшăн тав турĕç, шкулта тăрăшса вĕренме ыр сунчĕç, кучченеçпе сăйлама та манмарĕç.