Шкулта Çемье çулталăкне тата Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курнин çулталăкне уçрăмăр

Шкулта Çемье çулталăкне тата Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курнин çулталăкне уçрăмăр

2024 çула Раççей президенчĕ Владимир Владимирович Путин Çемье çулталăкĕ тесе палăртнă. Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев 2024 çула Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курнин çулталăкĕ тесе çирĕплетнĕ.

Паян, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта  хаваслă лару-тăрура асăннă çулталăксене уçрăмăр. Чи малтанах директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Оксана Николаевна Мясникова сăмах илчĕ. Вăл вĕренекенсемпе вĕрентекенсене çак уяв ячĕпе саламларĕ, малалла та тăрăшса вĕренме тата ĕçлеме, хамăрăн шкул пурнăçне хаваслă та кăсăклă ирттерме сĕнсе хăварчĕ.

Çемье вăл – ăнлану,

Çемье вăл – килĕшÿ,

Çемье вăл – юрату,

Çемье вăл – савăну,

Çемье вăл – киленÿ,

Çемье вăл – ăраскал!

Пирĕн несĕлсем

Паянхи уявра кашни класс XX ĕмĕрĕн тĕрлĕ çулсенче, паян тата пуласлăхра чăваш çемйисем мĕнле пурăннине тата пурăнассине кăтартса пачĕç.

Пирĕн несĕлсем çемье пĕлтерĕшне лайăх пĕлсе тăнă, пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынă. Вĕсен шухăшĕпе, кашни çыннăн хăй пурăннă чухне икĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç тумалла: ашшĕ-амăшне пулăшмалла; хисепе тивĕçлĕ, ырă ачасем пăхса ÿстермелле. Ĕлĕк чăваш çыннин пĕтĕм пурнăçĕ кил-йышра иртнĕ. Çавăнпа вăл яланах çемье, ашшĕ-амăшĕ, ачисем йĕркеллĕ пулччăр, тăнăç пурнăçпа пурăнччăр тесе ырми-канми тăрăшнă.