Паян, нарăсăн 20-мӗшӗнче, Елчӗк муниципаллӑ округӗн Çирĕклĕ Шăхаль вӑтам шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренӗкен Краснова Анна Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ предмет олимпиадине хутшӑнчӗ. Ăна Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори, филологи, управлени тата право факультечĕ йĕркеленĕ.
Пухӑннисене чи малтанах факультет деканӗ, экономика наукисен кандидачӗ Ильина Екатерина Анатольевна доцент саламларӗ. Унтан филологи наукисен кандидачĕ Денисова Татьяна Витальевна доцент олимпиада йĕркипе паллаштарчĕ, шкул ачисене паянхи олимпиадӑра ҫитӗнӳсем сунса хӑйсен пулас профессине тӗрӗс суйласа илме сӗнсе хăварчӗ. Студентсен пурнӑҫӗ тата вӗсен ҫитӗнӗвӗсем çинчен те каласа пачĕç 9-11 классенче вĕренекенсене.
Олимпиадӑн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем ҫывӑх вӑхӑтра паллӑ пулӗҫ.