«Эпир
– И.Я. Яковлев мăнукĕсем». Ҫак ятпа иртрĕ ака уйǎхĕн 22-мĕшĕнче Ҫирӗклӗ
Шӑхалӗнчи вӑтам шкул çумӗнчи шкул çулчченхи ачасен ушкӑнӗнче аслă
вĕрентекенĕмĕр, халăхăмăра çутта кăлараканĕ, пирĕн ырă çыннăмăр И.Я. Яковлев
çуралнăранпа 176 çул çитнине халалланă калаçу.
Ăсчахăмăр çинчен эпир мĕн пĕлетпĕр? Мĕнпе палăрса тăрать-ха Иван Яковлев? Çак
тата ытти нумай ыйту тухса тăчĕ шкулчченхи ачасен ушкӑнне çỹрекен шăпăрлансем
умне. Пĕрремĕш тĕлпулу "Чăваш чĕлхи кĕтесĕнче" Иван Яковлевич Яковлев
сăнỹкерчĕкĕпе паллашнинчен пуçланчĕ. Ыйтусемпе хуравсем чылай пулчĕç. Иван
Яковлев çырнă "Ача-пăча калавĕсем" кĕнекинчи калавсемпе паллашрӑмӑр,
ятарлă презентацисем куртăмăр. Иван Яковлев 1921 çулта Мускава яланлăхах тухса
каяс умĕн халалласа çырса хăварнисемпе паллашрӑмӑр. Унта вăл пире Раççее
юратма, туслă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме, пулăшма, сăпайлă пулма, ĕçе юратма
хушса хăварнă. Йĕркеллĕ, тирпейлĕ пулма, эрех таврашĕнчен хăраса тăма хушнă. Çак
сăмахсем çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас енĕпе тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ.
Юлашкинчен манăн ашшĕ-амăшне чĕнсе
калас килет: анне чĕлхине нихăçан та ан мансамăр, хăвăрăн ачăрсене те çепĕç те
илемлĕ чăваш чĕлхине юратма вĕрентĕр, чăваш юрри-сăввипе çитĕнтерĕр. Ĕмĕрлĕхе
упрар чĕлхемĕре!