Ырă кăмăл çынна илем кÿтĕр

Ырă кăмăл çынна илем кÿтĕр

Автор: Чернова Галина Вячеславовна, вĕрентекен

 

Хаклă вулаканăм. Паян ырă кăмăллăх çинчен калаçса илер.

Тĕрлĕрен çын пур пирăн хушăра: пĕрисем ăшă, çемçе, таса та тÿрĕ кăмăллă, теприсем вара сивĕрех, тÿрккес те хытăрах кăмăллă. Пĕрремăшсемпе хутшăннă май кăмăл çĕкленет, вăй хушăнать. Сивĕ те тÿрккес çынпа калаçни вара кăмăла хуçать çеç, вăй-хала та туртса илет. Савăнпа та ĕнтĕ халăхра мĕн авалтан вашава, таса, уçă та çирĕп, тÿрĕ кăмăллă çынна хисепленĕ, хакланă. Ахальтен мар пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем: «Сынсем сана хисеплеччĕр тесен, эсĕ ху вĕсене хисепле- таса кăмăллă пул», - тенĕ.

Ырă кăмăллăх çынна илем кÿрет. Хăй вăхăтĕнче Чехов çапла каланă: «Сыннăн пур енĕпе те хитре пулмалла: сăнĕпе те, чунĕпе те, тумĕпе те, шухăшĕпе те…».

Пурнăçра çавăн пек пулма ăнтăлмалла та пирĕн. Тепĕр чух урăхла та пулать çав.

Сын мĕнле кăмăллă пуласси çемьерен, шкулти, обществăри хутшăнусенчен килет. Чи пысăк пĕлтерĕшли кунта – çемье. Аслисем хушшинче те, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăнăвĕнче те ырă, тÿрĕ, таса кăмăллăх палăрсан, ачасем те çавăн пекех пулĕç. Ашшĕ-амăшĕ ачасем умĕнче пур енĕпе те чăн-чăн çын пулмалла. Вара ача нимĕнле ăс-хакăл кĕнекисемсĕрех ырă кăмăллă пулса ÿсет Сын ырă çитĕнесси кăмăллăха вĕрентекен кĕнекесем вуланинче мар – хăнăхура.

Чăваш мĕн ĕлĕкрен сăпайлă халăх шутланнăю Мĕнре палăрнă-ха çакă? Чăваш урамра çынна тĕл пулсан нихăçан та сăмах чĕнмесĕр иртмест. Палламан çынпа та сăмах хушать вăл. Хутшăну йĕркине аван пĕлет: кĕрсенех сăмах чĕнет («Ман килес», «Килте пур-и?», «Пурăнаççĕ-и?») нихăçан та тÿрех ĕç çине куçмасть. Малтан çемье, сывлăх çинчен ыйтса пĕлет. Кил хуçи килнĕ хăнана сĕтел хушшине лартмасăр кăларса ямасть. Ана урама тухсах ăсатса ярать. Чăвашран кăмăллăха вĕренмелли питĕ нумай.

Сын кăмăлне йăл кулă та аван палăртать. Калаçакан çыннăн пичĕ хура пĕлĕт пек ăмăр пулсан, унпа епле калаçас? Хăвăн та пĕтĕм кăмăл пăсăлать. Юлташна е тантăшна ăшшăн йăл кулса сывлăх сунни вара питĕ аван. Савăнăçлă пулни вара сывлăхшăн та усăллă.

Тунсăхласа çÿрени çамрăк организма пысăк сиен кÿрет. Автобусра е троллейбусра çынсене мала иртме кăмăлтан сĕнсен, ваттисене вырăн парсан чунра лăпкă, ырă. Хăр-хар кăшкăрашни чун-чĕрене çиет.

Пирĕн пурнăç тем пек йывăр пулсан та ырă, ăшă кăмăллă пулмалла. Пур чухне те çемьери, шкулти, урамри тÿрккес хутшăнусемпе килĕшсе тăмалла мар. Кашни çыннăн ыр кăмăллăха хăйĕн аталантармалла.

Хамăра хамăр вĕрентме тытăнни нихăçан та кая юлмасть. Кашни çыннăн хăйĕнче май килнĕ таран хитре кăмăл туйăмсене те, ытти пархатарлă ене те ытларах аталантарма тăрăшмалла.