Пежирова Тамара Александровна
воспитатель дошкольной группы
МБОУ «Кильдюшевская СОШ
Яльчикского муниципального округа»
Шкулчченхи вĕренӳ
учрежденийĕсенче ĕҫлекенсемпе пуҫламǎш шкул учителĕсен вĕренӳ ҫыхǎнулǎхне
йĕркелемелли ĕҫ содержанийĕ
Шкулчченхи
тата пуҫламǎш шкул ӳсĕмĕнчи ачасен вĕренĕвне вĕҫе-вĕҫĕн, ҫыхǎнуллǎ йĕркелемелли
задачǎна татса пама психологи тата педагогика тĕлĕшĕнчен тивĕҫлĕ условисем
кирлĕ.
Ҫитĕннисем
ачасемпе ĕҫленĕ чухне кашнин пайǎр уйрǎмлǎхĕсене шута илмелле. Кашни ачана х
Вĕренĕве
йĕркеленĕ май ачан кǎмǎл-туйǎмне ҫĕклентерме тǎрǎшмалла, ǎна обществǎри хǎйĕн
вырǎнне ǎнланса илме пулǎшмалла, пĕлӳлĕх тата илемлĕх тĕлĕшĕнчен аталантарма
тимлемелле. Ача аталанǎвне йĕркелемелли ĕҫсенчен тĕп вырǎнта вǎйǎ тǎнине асра
тытмалла, вĕренӳ ĕҫне пуҫласа янǎ чухне вǎйǎ формипе анлǎн усǎ курмалла;
палǎртнǎ задачǎсене ǎнланса йышǎнмалла, вĕсен содержанийĕн тĕп принципĕсене ĕҫе
кĕртме, юхǎмне тĕрĕслесе тǎма, задача
епле пурнǎҫланнине тĕрĕс хак пама пĕлмелле.
Евĕрлесе
ĕҫлессине( тĕслĕхе кǎтартнǎ пек япала туни) шыравлǎ, творчествǎллǎ ĕҫпе
ҫыхǎнтарма, ачасене ушкǎнпа тата пĕчченшерĕн, куҫǎмлǎ тата куҫǎмсǎр майпа
выляма, ĕҫлеме хǎнǎхтармалла.
Шкулчченхи
вĕренӳ учрежденийĕсемпе пуҫламǎш шкулсен ĕҫне вĕҫе-вĕҫĕн ҫыхǎнтарасси виҫĕ
ҫул-йĕрпе пурнǎҫланса пырать.
Пĕрле ĕҫлемелли т
Ку
ĕҫ виҫĕ шайри ҫыхǎнусенче пулса пырать: «ача сачĕн заведующийĕ-шкул
директорĕ-попечительсен канашĕн ĕҫ тǎвакан директорĕ», «аслǎ воспитатель-кĕҫĕн
классен завучĕ-психолог-социаллǎ педагог-ашшĕ-амǎшĕ комитечĕн представителĕ»,
«воспитатель-учитель-медицина ĕҫченĕ-ашшĕ-амǎшĕ».
ДОУ
ĕҫченĕсен тата пуҫламǎш шкул учителĕсен пĕрлехи
методика вĕренĕвне йĕркелемелле. Шкулта та, ДОУра та ача ашшĕ-амǎшĕн пĕрлехи
пухǎвĕсене, уҫǎ алǎк кунĕсене ирттермелле, ДОУ попечителĕсен канашĕн ларǎвĕсене
хутшǎнмалла, пĕрлехи ĕҫĕн планĕсене хатĕрлемелле, килĕштерсе ĕҫлемелли килĕшӳ
тумалла. Ачасене шкулта вĕренме хатĕрлес ыйтусене сӳтсе явма педагогика канашĕн
пĕрлехи ларǎвĕсене ирттермелле, ачасен ӳсĕм уйрǎмлǎхĕсене , ача садĕнчи шкула
куҫнǎ май палǎракан психологи йывǎрлǎхĕсене ҫутатса паракан лекцисене пĕрле
итлемелле. Ашшĕ-амǎшĕсем хǎйсен ачисен пулас вĕрентекенĕсемпе тĕл пулмалла.
Воспитательсем тата учительсем валли психологи тата хутшǎну ыйтǎвĕсемпе пĕрлехи
тренингсем ирттермелле.
Ача ашшĕ-амǎшĕпе ĕҫлени
Ашшĕ-амǎшне
шкулчченхи учрежденин тата пуҫламǎш шкулǎн воспитанипе вĕренӳ ĕҫĕнчи майĕсемпе
тĕплĕн паллаштармалла: занятисене, уроксене пырса курассине йĕркелемелле,
вĕренӳ учрежденийĕн уйрǎмлǎхĕсем ҫинчен даннǎйсен банкĕ пухса хатĕрлемелле,
«Уҫǎ алǎксен кунĕсене»ирттермелле, информаци стенчĕсем хатĕрлемелле.
Ашшĕ-амǎшĕн
пухǎвĕсенче, кулленхи хутшǎнура 6-7 ҫулхи ачасен ӳсĕм уйрǎмлǎхĕсене ǎнлантармалла,
7 ҫулхисен пысǎк улшǎнǎвĕсем пирки асǎрхаттармалла. Ашшĕ-амǎшĕн ĕҫне килĕшерсе
йĕркелемелле (ача валли кружок суйласа илме, хушма занятисем валли кирлине
хатĕрлеме пулǎшмалла, канмалли кунсенче ачана мĕн ĕҫлеттермеллине йĕркелемелле
т.ыт.те).
Ашшĕ-амǎшне
ачасен ӳт-пӳ тата ǎс-тǎн аталанǎвне ҫирĕплетекен документсем хатĕрлеме
психологи тата педагогика енчен пулǎшмалла. Вĕсене ача шкулти пурнǎҫ йĕркине
кĕнĕ май пулакан йывǎрлǎхран тухма канашсем памалла. Ачана шкула кайма
хатĕрленĕ тапхǎрта кил-йышри ҫынсен кǎмǎл-туйǎмĕ епле пулнине сǎнамалла
(анкетǎсем салатмалла, ыйтса пĕлмелле, тестсем ирттермелле). Шкулчченхи ӳсĕм
ачисен тата шкула куҫнǎ ачасен ашшĕ-амǎшĕпе тренингсем тата вǎйǎ хǎнǎхтарǎвĕсем
ирттермелле.
Пĕрлехи ĕҫсене яланхи
йĕркене кĕртсе ҫирĕплетни
Шкулчченхи
учрежденисене пĕтерекенсен кунĕсене палǎртмалла. Ачасемпе ĕҫлемелли усǎллǎ
мелсемпе усǎ курмалла: ДОУ пĕтернисемпе тĕл пулусем ирттермелле, Пĕлӳ кунне
хутшǎнмалла, сентябрĕн 1-мĕшĕнчи уяв линейкинче пулмалла. ДОУ вĕренекенсен
малашнехи шǎпине асǎрхаса пымалла, вĕсем пĕрремĕш класра вĕренме епле хǎнǎхса
ҫитнине, мĕнле паллǎсем илнине шута илсе тǎмалла.
Ача
садĕсенчен шкула куҫнǎ ачасемпе тĕрлĕ вǎхǎтра (кĕркунне, хĕлле, ҫуркунне)
ĕҫлессине йĕркелемелле: спорт вǎййисем, уявсем, «Сывлǎх кунĕсем». Творчество
мастерскойĕнче ҫут ҫанталǎк материалĕсенчен тĕрлĕрен тетте япаласем
ǎсталамалла, ӳкерчĕксен выставкине йĕркелемелле, шкул ачисем ача садĕнче пĕчĕк
спектакльсем кǎтартмалла, кулǎш кунĕнче кǎтартма концерт хатĕрлемелле, ҫут ҫанталǎка
сыхлама пĕрле вǎй хумалла, сǎмахран, ҫǎл куҫсене тасатни.
Ҫак
ĕҫсене пурнǎҫлама ДОУ ĕҫченĕсем те, шкулта вĕрентекенсем те хутшǎнаҫҫĕ.
Вĕсенчен нумайǎшне ДОУ тата шкул педагогĕсем хатĕрлекен «Ӗҫ пулнǎ вырǎнтан»,
«Ача куҫĕпе курсан» йышши «куҫǎмлǎ» журналсенче евĕрлеме пулать. Вĕсене «Ҫемье
тата эпĕ» текен клубра та сӳтсе явни вырǎнлǎ. Йывǎр лару-тǎрура пурǎнакан
ҫемьесене палǎртас, вĕсемпе ĕҫлес енĕпе уйрǎмах тимлемелле. Ачасемпе тата вĕсен
ашшĕ-амǎшĕпе пĕрле занятисем ирттерни те пысǎк усǎ парать(пухусем, ятарлǎ уйрǎм
консультацисем т.ыт.те). Ку вǎл педагогсен коррекции пулǎшǎвĕ памалли ачасемшĕн
уйрǎмах пысǎк пĕлтерĕшлĕ.
Ача
сачĕпе шкул асǎннǎ виҫĕ ҫул-йĕрпе
килĕшӳллĕн ĕҫлесе пымалли пĕрлехи план хат
Шкул
умĕнхи ушкǎн воспитателĕпе пĕрремĕш класс учителĕн пĕрлехи ĕҫĕ пĕр-пĕрин ĕҫĕпе паллашнинчен,
ачасем мĕнле условисенче вĕренсе пурǎнассине сӳтсе явнинчен пуҫланать. Воспитатель учителе ачасен пайǎр
уйрǎмлǎхĕсемпе, кǎмǎл туртǎмĕпе паллаштарать. Ачасемпе темиҫе ҫул хушши ĕҫлесе,
вĕсене асǎрхаса пырса ǎнланнине воспитатель учителе пĕлтерме, кашни ача
тĕлĕшĕпе воспитанипе вĕренĕвĕн мĕнле мелĕпе усǎ курма вырнаҫуллине кǎтартма,
уйрǎм кил-йышра ачасене лайǎх е япǎх пǎхса ӳстерни ҫинчен каласа пама
пултарать. Ҫакна пĕлни учителĕн малашнехи ĕҫĕшĕн питĕ усǎллǎ пулать, ҫĕнĕ
вĕренекенсене хǎвǎртрах пĕлсе ҫитме май парать.
Пĕрлехи
ĕҫ планĕпе ҫакна палǎртмалла: учительпе вопитатель ача садĕнчи занятисемпе
шкулти уроксене пĕрле ҫӳрени, ĕҫ
формисемпе тата мелĕсемпе паллашни, педагогика канашĕсен ĕҫне хутшǎнни,
пĕр-пĕринпе канашлани, ача ашшĕ-амǎшĕн пухǎвĕсене, конференцисене пĕрле
ирттерни. Шкулчченхи учрежденири тата пуҫламǎш
шкулǎн пĕрремĕш класĕнчи вĕренӳ программисене танлаштарса тишкерни,
ачасем шкула куҫсан воспитатель унта
ҫӳрени, вĕсен пурнǎҫне тишкерни питĕ усǎллǎ.
Ҫапла
ĕнтĕ, ача сачĕпе шкул хушшинче вĕҫе-вĕҫ ҫыхǎну йĕркелемелли чи кирлĕ услови
вǎл-вопитательпе учитель пĕр-пĕринпе ырǎ кǎмǎллǎн хутшǎнса ĕҫлени.
Планǎн
иккĕмĕш пайĕ-ачасене шкулпа паллаштарасси. Воспитатель шкул умĕнхи ушкǎн
ачисемпе пĕрле вĕсем вĕренес шкула кайма палǎртать. Пĕрремĕш хут шула сентябрĕн
пĕрремĕшĕнче кайма юрать. Ачасем воспитательпе пĕрле ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕн пĕрремĕш
кунĕнче ирттерекен савǎнǎҫлǎ мешехене кураҫҫĕ. Тен, пĕрремĕш класра в
Шкула
тепĕр хут кайнин тĕллевĕ шкулти вĕренӳ содержанийĕпе тӳррĕнех паллашасси пулма
пултарать. Ачасене тӳрех урока илсе кайиччен шкул библиотекипе паллаштарни
усǎллǎ. Ҫавǎн хыҫҫǎн унта тǎтǎшах пырса ҫӳреме, кĕнекесем илсе ача садĕнче
вулама е шкулти вулав залĕнче ачасем мĕнле ĕҫлесе ларнине кǎтартма, унтан
физкультура занятийĕ ирттерме юрать. Шкулти акт залĕнче вĕренекенсемм валли
спектакль ирттернĕ чухне унта та кайса курма пулать. Ҫавǎн пекех пушǎ класа
кĕрсе ачасене партǎсем хушшинче мĕнле лармаллине ǎнлантарни усǎллǎ. Май уйǎхĕнче учитель пырса ачасемпе шкул
ҫинчен калаҫу ирттерни те аван пулмалла. Ҫак пĕтĕм ĕҫе ҫулталǎк тǎршшĕнче
виҫеллĕ йĕркелесе ирттермелле, анчах вǎл ытла нумай пулмалла мар- ачасене
кайран пĕлмелли те ҫителĕклĕ пултǎр. Ача ҫĕнĕ ҫуртран ан хǎратǎр, анчах йǎлт
хǎнǎхса та ан ҫиттĕр, унсǎрǎн уншǎн шкула кайни асамлǎ, илĕртӳллĕ ҫĕнĕлĕх
пулмасть.
Шкулчченхи
вĕренӳ учрежденийĕсенче вǎй хуракансен тата пуҫламǎш шкул учителĕсен педагогика
ĕҫĕнче ҫак тĕллевсем пысǎк вырǎн йышǎнаҫҫĕ.