Осипова Ольга Петровна,
чăваш
чĕлхипе литературине вĕрентекен
Кашни йĕрки – ахах пĕрчи.
Константин
Иванов… Чăваш поэзийĕн нихçан сÿнми çăлтăрĕ, мухтавĕпе чапĕ.
Константин
Ивановăн кун-çулĕ ăраскаллах пулман: хури-шуррине нумай курнă вăл. Йывăр чирĕ ăна
çамрăклах пирĕнтен уйăрса кайнă. Анчах поэт тăван халăхшăн тунă улăпла пысăк ĕç
унăн ятне чыслăн, тасан, пархатарлăн упрать. Паян «Нарспие» çĕр çинчи мĕн пур
чăваш юратса вулать, унпа хавхвланать, унпа чунне уçать. Халăхăмăрăн ҫыравҫисем
Константин Иванов хăйсен чи аслă сăвăçи тесе шутлаççĕ, хăйсен ĕçне «Нарспи»
шайĕпе пахалаççĕ, Слакпуç каччи çинчен сăвă-юрă хываççĕ.
«Нарспи» поэма
– Ивановăн чи паллă хайлавĕсенчен пĕри. Ахальтен мар ăна чăваш литературин
классикин йышне кĕртнĕ. Поэмăна тĕрлĕ халăх чĕлхине куҫарнă. Вырăсла ҫеҫ унăн
ултă варианчĕ пур. Вырăс поэзийĕн ăсти Александр Твардовский пĕр куҫарăвĕн ум
сăмахĕнче ҫапла ҫырнă: «Нарспи» - хăйĕн тытăмĕпе наци произведенийĕ, унта халăх
пултарулăхĕпе эткерĕ пысăк вырăн йышăнать.
«Кашни йĕрки – ахах пĕрчи», - тесе калас килет
поэмăна алла илмессерен. Вулатăн та – куҫ умне
чĕрĕ ӳкерчĕксем тухаҫҫĕ.
Килчĕ ырă
çуркунне,
Килчĕ, ячĕ
ăшăтса.
Хĕвел савать
тĕнчене,
Хĕл ыйхинчен
вăратса.
Ку
йĕркесене кашни шкул ачи, çамрăкки, çулланни, ватă-вĕтĕ ас тăвать, пăхмасăр
калама пĕлет.
Çакă çутă
тĕнчере
Вăйли çук та этемрен.
Мĕн тери
хăватлă шухăшсем каланă поэт.
«Ҫĕр çинче этем
чи вăйли, чи хăватли», - тесшĕн автор.
Анчах укçа-тенкĕшĕн çеç çунакан этем ытти çын чунне ăнланми пулать. Çавнашкал
пуян çынсем, пурлăха хапсăнса, çамрăксен юратăвĕпе телейне таптаççĕ, хăш чухне
ĕмĕрне те татаççĕ.
Анчах вăйлă
этем те
Хăй тĕнчине
пăхăнать.
Укçапала эрехех
Çынна ăсран
кăларать.
Акă вăл поэт
шухăшĕпе тĕнчере этеме телейлĕ пулма чăрмантаракан сăлтавсем.
Хĕвел
тухнă-тухманах
Тĕтĕм кайрĕ ял
çине.
Куçне
уçнă-уçманах
Чăваш ларать мунчинче,
- вулатăп поэмăн «Туй» текен сыпăкра. Шухăша каятăп… Çуркунне-çулла çĕр çыннин
ĕç пайтах, «куçне уçнă-уçманах» мунча кĕмест пулĕ чăваш. Эпир каç енне е каçпа,
ĕç хыççăн, çăвăнса тасалатпăр-çке. Тен, ял халăхĕ «икĕ пуян» туйне васкать. Çук
иккен, чăваш халăх йăли çапла:
Çимĕк кунĕ
йăлипе
Çынсем мунча
кĕреççĕ,
Çимĕк курăкĕпеле
Çан-çурăмне
хĕртеççĕ.
Çимĕк
йăли-йĕркинче çăвăнса тасаласси, мунча кĕресси пысăк вырăн йышăнать. Ĕлĕк мунча çуккисем ку вăхăтра кÿлĕ-пĕвере те
пулсан шыва кĕнĕ. Мĕншĕн тесен çимĕкре ваттисем, чăн çĕре кайнисем, чĕррисем
патне килеççĕ. Вĕсен чунĕсем ун чух пирĕн хушăра пулаççĕ. Тата вĕсем те
çăвăнасшăн, тасаласшăн. Хамăрăн та вĕсене тивĕçлĕ кĕтсе илсе тивĕçлĕ ăсатса
ямалла, вĕсен умĕнче таса пулмалла тесе шухăшлать чăваш. Çимĕк мунчине кĕни
ваттисен вăй-хăватне пире усăллă витерме, чĕррисене сывă, тĕрĕс-тĕкел,
чир-чĕрсĕр пурăнма пулăшать имĕш. Ун чух çăвăннин тĕп уйрăмлăхĕ – мунчана çимĕк
курăкĕсемпеле, тĕрлĕ тĕслĕ чĕрĕ ÿсен-тăранпа тутăлантарнинче.
Чăвашсенчен
чылайăшĕ авалхи çак ырă йăлана хальхи вăхăтра та туса пырать. Çакăн евĕрлĕрех
йăла таврашĕ кÿршĕ халăхсен те пур. Çимĕкре мунча кĕресси пирĕн юнах кĕрсе
ларнă темелле. Ÿт-пÿшĕн, сывлăхшăн вăл – çулталăкри чи асра юлакан самант.
Çимĕк мунчине
хĕвел шевлисем курăнма пуçласанах хутса яраççĕ. Теприсем çур çĕр иртсенех,
кăвак çутăллах, чĕртеççĕ. Епле пулсан та, çимĕк мунчи кĕтÿ ялтан тухса кайиччен
хатĕр пулмалла. Анчах та пирĕн ялта ирех мунча хутса кĕрес йăла сыхланса юлман.
Хăшĕ-пĕрисем каланă тăрăх, çимĕк кунĕ ваттисене асăнма кайиччен çăвăнса тасалаççĕ, çавăнпа та тул çутăлсанах мунча
хутаççĕ.
Тĕрлĕ
курăксемпе усă курасси пирĕн тăрăхра халĕ те сыхланса. Ĕлĕк уяв умĕн ачасемпе
хĕрарăмсем вăрмана кайса эмел курăкĕсем пуҫтарнă, симĕс туратсем хуҫса килнĕ.
Пухса килнĕ курăксене хуранти шыв вĕренĕ чух е хыҫҫăн янă. Хăшĕ-пĕрисем пĕр
савăта пĕр тĕслĕ курăк, теприне урăх тĕслине хунă. Темиҫе катка пулсан, пĕр
каткине ятарласа чăн ҫимĕк курăкĕсем («сочевичник весенний», «горицвет
весенний», вĕрĕлнĕ курăкĕ «будра плющевидная», ĕне паранки «чистец лесной»,
шăлтăрма курăкĕ «погремок летний») валли, иккĕмĕшне ыр шăршăллă курăксем (пыр
курăкĕ , чĕре курăкĕ, упа кĕпҫи, хурапуҫ, суккăр вĕлтĕрен, кăркка сăмси, куҫлă
хăта, чапăр курăкĕ) валли, виҫҫĕмĕшне ытти ӳсен-тăран валли усă курнă.
Мунча хутакан
шыв хатĕрленипе пĕрлех ҫĕнĕ милĕк те ҫыхнă. Ҫимĕке халалланă сăмахлăхра ҫак
милĕкре 7 е 77 тĕслĕ турат пулмалла теҫҫĕ. Ҫимĕкре ҫичĕ тĕслĕ йывăҫ-курăкран
милĕк тумалла теҫҫĕ, ҫав милĕкпе ҫапăнсан чир-чĕр ҫулăхмасть. Паллах, милĕк
техĕмĕ ӳсен-тăран тем тĕрлĕ пулнинчен нумай килет. Ҫавăнпа та ăна тĕрлĕ
ӳсен-тăранран тусан аван: ҫăкаран, хурăнран, пилешрен, ҫĕмĕртрен… Чăваш Енре
ҫимĕк вăхăтĕнче пĕр 30-40 тĕслĕ ӳсен-тăран туни-турачĕ милĕк тума юрăхлă.
Милĕкпе вирлĕ
ҫапăнса ваттисенче, хамăрта ҫулталăкĕпе капланнă хаярлăха, сĕмсĕрлĕхе,
курайманлăха, кĕвĕҫӳ-ăмсанăва, чун тăвăннине, пур чир-чĕре, пур япăха сирет
халăх. Сиплĕ вĕри пăс милĕк варкăшĕпе шăм-шака ҫăмăллатать, ӳт-пĕве ҫемҫетет,
чуна ҫутăлăх, уҫăлăх, савăк кăмăл кӳрет. Ҫимĕк кунĕ мунчара ҫапăнмасан шăм-шак
ҫулталăкĕпех канмасть теҫҫĕ. 77 тĕслĕ курăк шывĕпе ҫăвăнса, 77 тĕслĕ ӳсен-тăран
милĕкĕпе ҫапăнса тасалса 77 тĕслĕ курăк-йывăҫ шывне кĕлетке тăрăх юхтараҫҫĕ
ҫимĕк мунчинче.
Ваттисен
хăватне илсе сывлăхлă, тĕреклĕ пулас тесе мунча хыҫҫăнах е ҫăвăннă май пылак
курăк шывĕ ĕҫеҫҫĕ. Ҫимĕк чейĕ ҫынна татах тарлаттарать, ăш-чике вăй кӳрет.
Ҫăвăнса тухса
типĕнсен шап-шурă кĕпе-йĕм тăхăнаҫҫĕ. Турă шурă тĕсе юратать, ун умĕнче таса
пулмалла. Таса чуна таса кĕпе кирлĕ, шурри.
Ҫапла паян
чăвашсем
Мунча кăрсе
тасалнă.
Ҫĕнĕ кĕпе-йĕмпеле
Тухрĕҫ вĕсем урама…
Акă вăл
вилĕмсĕр поэт икĕ-виҫĕ ҫаврана вырнаҫтарма пултарнă чăваш халăхĕн ҫимĕк мунчин
йăли-йĕрки!
Шухăшлатăн та,
мĕн чухлĕ ăс-хакăлпа чун пуянлăхĕ парса хăварнă тăван халăха ҫав тери кĕске
ĕмĕр пурăнса ирттернĕ гени.
16-17 ҫулти
каччă ҫырнă «Нарспи» поэма паянхи кун та чăвашсене ҫеҫ мар, тăнчери вуншар
халăха килентерет, тĕлĕнтерет, калаҫтарать. Паллах, унăн ытти хайлавĕ те тарăн пĕлтерĕшлĕ, хаклă, ҫапах тӳпе шайне ҫĕкленнĕ «Нарспи» -
пирĕншĕн сывлăш, чун, чăн юрату.